Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Вӑрман хуҫалӑхӗн департаменчӗ вӑрмансемпе епле усӑ курнин ыйтӑвӗпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ҫак енпе ӗҫлекенсем Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра вӑрманпа усӑ курнишӗн федераци умӗнчи парӑм 16 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутран ҫуррине яхӑнӗ — тара панишӗн татӑлмалли тупра. Тепӗр майлӑ каласан, вӑрманпа усӑ куракан 498 арендатортан парӑмлисем — 11,6 проценчӗ е 58-шӗ. Республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви парӑмлисен шутне чакарассипе ҫине тӑни пирки ӗнентерет. Ҫакна ҫирӗплетме цифра та илсе панӑ: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пулнипе танлаштарсан парӑм виҫи 3 миллион тенкӗ чакнӑ. Тӳлеве шыраса илессишӗн материалсене суд приставӗсем патне ярса пани те пулать. Приставсем ҫине тӑнипе, акӑ, «Вертикаль» текен обществӑран 2,3 миллиона яхӑн парӑм шыраса илнӗ. Йӗркене пӑсакан арендаторсене, сӑмах май, вӑрман хуҫалӑхӗпе усӑ курмалли ҫинчен калакан килӗшӗве малалла тӑсса памаҫҫӗ.