Историри паллӑ ҫынсене асӑнса палӑк лартнине лайӑх йӑла темелле-ха ӗнтӗ. Халӗ, ав, Мускавра Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вилнисене асӑнса Мускавра палӑк лартма шут тытнӑ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Владимир Мединский монумент проекчӗпе паллаштарнӑ май ку ӗҫе ҫынсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Колонна 13–15 метр ҫӳллӗш пулмалла, палӑкӑн иккӗмӗш пайӗ вара — 12 метр. Кӳлепене бронзӑран ӑсталамалла.
«Кӗмӗле» Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществи пухать иккен. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Мускав хулин правительстви, коммерци организацийӗсем, уйрӑм ҫынсем уйӑрма пуҫланӑ та. Хальлӗхе 7,5 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Палӑка Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑт — ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересшӗн.