Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шартлама сивӗ тавранӗ. Эрне пуҫламӑшӗнче циклон хуҫаланӗ, 2-5 сантиметр хуланӑш юр ҫӑвӗ. Хальлӗхе ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Ыран 4-9 градус сивӗ пулӗ.
Кӗҫнерникун юр ҫума чарӑнӗ, сивӗтме пуҫлӗ: термометр 10-15 градус сивӗ кӑтартӗ. Ҫӗрле шартлама сивӗ пулӗ. Канмалли кунсенче Шупашкарта термометр 25-30 градус сивӗ кӑтартӗ, округсенче – 35 градус сивӗ.
Анчах хӗвел кунсерен ҫӳлерех хӑпарса пырӗ, ҫавна май унӑн ӑшши ытларах туйӑнӗ: ҫӗрле 30 градус сивӗ пулӗ, кӑнтӑрла вара – 20.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ тунтикунччен пулӗ, кайран вара юр ҫума пуҫлӗ.
