«Сӗтев» хаҫат хӑйӗн сайтӗнчен «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяна кӑларса пенӗ. Ҫапла тума вӗсене «Ростелеком» провайдер ыйтнӑ иккен, унсӑрӑн провайдер пӗтӗм сайта хуплама тивесси пирки каланӑ. Статьяна кӑларса пеме вара провайдертан Муркаш район сучӗ ыйтнӑ имӗш.
«Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяра чӑваш чӗлхипе лару-тӑру Чӑвашра ытла та йывӑр пулнине ҫырса кӑтартнӑччӗ, анчах чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен статьяна 2012 ҫулта «экстремислӑ» тесе йышӑннӑ. Кӑҫалхи юпан 10-мӗшӗнче вара Муркаш район сучӗ статья авторӗ Илле Иванов пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ, паллӑ журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑхӑт иртсе кайнине кура айӑплавран хӑтарнӑ.
«Экстремислӑ материалсен федераллӑ списокӗ» йыша хальхи вӑхӑтра пурӗ 2100 ытла япала кӗрет. «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статья вӑл списокра 1524-мӗш номерпа кӗнӗ.