Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Виталий Енӗш куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.01.2026 12:33 | 507 хут пӑхнӑ
Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хурлӑхлӑ ку хыпара эпир кая юлса илтрӗмӗр пулин те сире те пӗлтересех килет.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Виталий Енӗш чӑваш ҫыравҫи пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Вӑл Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчи курсра вӗреннӗ, Пушкӑртстанри «Ҫӗршыв ҫулӗ» хаҫатра, Шупашкарта тухса тӑнӑ «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ.

Виталий Григорьевич – прозаик, куҫаруҫӑ, сатирик, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Пушкӑртстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ¸ Ф. Карим литература премийӗн лауреачӗ.

#Пратьякас Енӗш, #Канаш районӗ, #Пушкартстан, #ҫухатусем, #писательсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.13 06:19
Шел! Питĕ шел!
Виталий Григорьевич - чăн-чăн Чăвашччĕ, питĕ таса чунлă та хăюллă Çынччĕ.
"Чăваш литературин антологийĕ. ПРОЗА" кĕнекене Виталий ЕНЕШĔН тăван чĕлхемĕртен писнисене питлекен "Унăн Амăшĕпе Мами çинчен" ятлă калавĕ кĕнĕ.Вуласамăр. Питĕ кăсăклă хайлав.
Тăпру çăмăл пултăр, хаклă Виталий пиччемĕр!
Валери ТУРКАЙ
Agabazar // 3102.73.9512
2026.01.13 11:54
Agabazar
Иван Мучи хыҫҫӑн, Виталий Енӗшчен, ҫав шайри кулӑш ӑсти тек пулман.
Ӗнтӗ Иван Мучи традицийӗсене малалла аталантарчӗ теес пулать Виталий Енӗш пирки.
Agabazar // 1339.96.7470
2026.01.14 17:37
Agabazar
Мӗн «питлесси» ӗнтӗ?
Валери Туркай пекех Чӑваш халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ (2021) Светлана Асамат ачалӑхра «паппи», «мами» тесе ӳснине пӗлтернӗччӗ. Каярахпа ҫеҫ. ҫитӗнсе ҫитсен, «атте», «анне» теме пуҫланӑ иккен (ахӑртнех ку, лешсене, ашшӗ-амӑшне, пит вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ пулас).
Тӳрленнӗ.
Тӳрленнӗ, анчах мӗн пулса иртни пурнӑҫра хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ.
Agabazar // 1484.04.8497
2026.01.16 17:45
Agabazar
Сăмах май каласан, вырăс чĕлхинче «паппă» сăмах пулман.

Ăна хранццуссенчен йышăннă. Чăн-чăн вырăсла «тятя» («отец» тенипе танлаштарăр) пулмалла.

Паллах, эп çакна чăваш сăмахĕсенчен пăрăннине тÿрре кăларас шутпа мар калатăп.
Agabazar // 1484.04.8497
2026.01.16 17:53
Agabazar
Валери Туркай пире Виталий Григорьевичӑн "Унӑн Амӑшӗпе Мами ҫинчен" ятлӑ калавне Антологие тупса ҫавӑнтан вулаттарасшан.
Чӑннипе вара у калав ҫак сайтра та (порталта) пур — https://chuvash.org/lib/haylav/4399.html
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.19 11:48
Хисеплĕ Акапасар!
Эсĕ чăнах та питĕ нумай пĕлетĕн! Чыс та мухтав сана!
Çапах та ху питĕ нумай пĕлнипе, тархасшăн, пĕлсе те тухăçлăрах усă курсам!
Çыр-ха халăха чăнах та кирлĕ паха хайлавсем!
Чăваш халăх сайчĕ пурри вăл питĕ лайăх! Уншăн таймапуç Аçтахар Плотникова! Çапах та, Акапасар-тусăм, ман шутпа, сан вышкайсăр пысăк пĕлĕвÿпе кăшт урăхларах усă курмалла... Вăхăчĕ ытла та хăвăрт иртет-çке!..
Валери ТУРКАЙ. 19.01.26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем