«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл Стерлӗ, Ӗпхӳ, Пелепей хулисенче тата Толбаза тата Пишпӳлек ялсене ҫитӗ. Концерт умӗн вӑл вокал ӑсталӑхне ӑша илтермелли мастер-классем ирттерӗ тата 35 ҫулчченхи юрӑҫсен кастингӗ пулӗ.