«Атте тӑнне ҫухатрӗ, хӑрӑлтатма пуҫларӗ!» – юпан 1-мӗшӗнче Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшӑва ҫавӑн пек шӑнкӑрав ҫитнӗ. Анестезиологипе реанимаци бригади вырӑна темиҫе минутранах ҫитнӗ.
Ҫав вӑхӑталла пациентӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ. 20 минутран унӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.
Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ чухне те тухтӑрсем лайӑх сӑнаса пынӑ. Унта вӗсене тухтӑрсем кӗтсе тӑнӑ. Ҫапла пациента вилӗм аллинчен туртса илнӗ вӗсем.