Пӑрачкаври хӗрарӑм йытӑ ҫурине путарса вӗлернӗшӗн суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑрачкавра пулнӑ. Хӗрарӑм килти икӗ йытӑ ҫурине, икӗ уйӑхрискерсене, миххе чикнӗ те Сӑр юханшывӗ патне вӗсене путарма кайнӑ. Ҫакна 13 ҫулти икӗ арҫын ача курнӑ, вӗсем хӗрарӑма йытӑ ҫурисене пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ чӗрчунсене шыва ывӑтнӑ.
Арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса, шӑлавар пӗҫҫине тавӑрса пӑрлӑ шыва кӗнӗ. Анчах вӑл пӗр йытӑ ҫурине кӑна ҫӑлса ӗлкӗрнӗ, тепри вилнӗ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ.