4-ри ача ашшӗн машинине тапратнӑ та 2 ҫулти йӑмӑкне ҫапса кайнӑ. Ку чутах пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Ку пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн Комсомольски округӗнчи Хирти Мӑрат ялӗнче пулнӑ. Арҫын ача машинӑна тапратнӑ, вӑл вырӑнтан хускалса темиҫе метр кайнӑ та йӑмӑкне ҫапса хӑварса юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Хӗрачана тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Район прокурорӗ Александр Данилов вырӑна ҫитсе ачапа калаҫу ирттернӗ.