Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Унччен союзлӑ республика пулнӑ ҫӗршывра пурӑнакан вырӑс тымарӗллӗ ҫамрӑк арҫын Шупашкарта тӗпленме ӗмӗтленет.
26 ҫулти арҫын Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин хӑйӗн ҫӗршывӗнчи элчелӗхне репатриант патшалӑх программине хутшӑнас ӗмӗтлине пӗлтерсе заявлени панӑ. Ун пек программӑна пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ 2023 ҫулта йышӑннӑ.
Ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗн аслашшӗ Сарту облаҫӗнчен пулнӑ иккен. Ҫемьере тӑване вилни ҫинчен калакан хут ҫеҫ юлнӑ. Хыпара тӗрӗслеме Сарту облаҫӗн патшалах архивне ыйтса ҫырнӑ. Ҫав ҫын Самар кӗпӗрнийӗнчи (халӗ Сарту облаҫӗнчи) Натальино ялӗнчен пулнине палӑртнӑ.
Кӑҫал 26-ри арҫынна маларах асӑнна программӑна кӗртнӗ, вӑл Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнма ӗмӗтленет.
Agabazar // 8465.3.2669
2025.07.07 18:49 | |
Ку çын чăвашла вĕренсе чăвашла калаçма тытăнма шутлать-и? Пур и ун çавнашкал плансем? | |
Agabazar // 8465.3.2669
2025.07.07 18:52 | |
Репатриаци патшалăх программи темелле. | |
