Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш тӗнӗпе пурӑнакан чӑвашсене налук таврашӗпе вӑйлӑ хӗснӗ — хайхи Христос тӗнне ҫаврӑнччӑр тесе ӗнтӗ. Истори тӑрӑх пӗлетпӗр ӗнтӗ — ку ӗҫ самаях пулӑшман, ҫав-ҫавах вӑйпа тӗне кӗртме тивнӗ.
Ак хайхи ҫав йӑнӑш ҫулпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Евгений Фёдоров каясшӑн иккен — вӑл ҫӗнӗ саккун хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн вырӑсла мар ятсемшӗн хушма налук тӳллетересшӗн. Штрафланнӑ ятсемшӗн унӑн виҫи пысӑк пулмалла мар имӗш — 1% е сахалрах та. Ячӗшӗн тенӗ пек.
Саккун тексчӗнче ют ҫӗршыври ятсене кӑна асӑннӑ-ха та, анчах «Известия» хаҫата панӑ интервьюра Евгений Фёдоров палӑртакан налукран «продукци валли вырӑсла ят тупайнӑ компанисене» ҫеҫ хӑтарасси пирки каланӑ.
Усламҫӑсем ку пуҫарӑва хирӗҫленӗ иккен, кунашкал саккун Раҫҫейри инвестици лару-тӑрӑвне япӑхлатма пултарӗ. Евгений Фёдоров ҫав-ҫавах саккуна ҫулталӑк вӗҫӗччен Патшалӑх Думине тӑратма шухӑшлать.