Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗнче кубокӗ-2008: Волонтерсене конкурспа сайласа илӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2008 10:26 | 2248 хут пӑхнӑ

XXIII Тӗнче кубокне хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе федерации йӗркелӳ комитечӗн членӗ, ЧР Правительствин вице-премьерӗ Г.С. Федоров ертсе пынипе Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Полномочиллӗ представительствинче канашлу пулнӑ. Унта тӗл пулусем йӗркелес, официаллӑ ҫынсене, тӳресене, спортсменсене, хӑнасене Мускавра кӗтсе илес тата вӗсене Чӑваш Ене ӑсатса ярас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче тӗп хулари Внуково, Домодедово, Шереметьево-1 тата Шереметьево-2 азропортсене 55 ҫӗршывран 600 ытла ҫын килсе ҫитмелле. Ҫавӑнпа та вӗсене сӗнӳ парас, пулӑшас ыйту пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май канашлура Чӑваш Енрен килсе Мускаври вӗрену заведенийӗсенче вӗренекен, ют чӗлхесене пӗлекен студентсен хушшинче волонтерсен ушкӑнне йӗркелес тӗллевпе конкурс ирттерме йышӑннӑ. Суйласа илнӗ волонтерсене Чӑваш Енӗн Полномочиллӗ представительствинче пӗлӳ парӗҫ. Хӑнасене вӗсем Кубок символӗсемлӗ ятарлӑ тумпа тата чӑваш наци костюмӗпе кӗтсе илӗҫ.

Конкурс пирки Мускава (495) 953-16-72 телефонпа шӑнкӑравласа е polprchuv@col.ru электрон адреспа тӗплӗнрех пӗлме пулать. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат

#Тӗнче кубокӗ-2008, #спорт, #Мускав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем