Йӗпреҫ округӗнчи 45 ҫул пӗрле пурӑнакан Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑна вӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев панӑ.
Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, 11 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Денисовсен 4 ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Вӗсене командовани хисеп грамотисемпе чысланӑ.