Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗнче кубокӗ-2008: Раҫҫей чысне 21 ҫӑмӑл атлет хӳтӗлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.03.2008 11:26 | 1667 хут пӑхнӑ

Почтӑн тӳлев паллисем — ҫӗршывӑн культура пурнӑҫӗн тата историллӗ пулӑмсен уйрӑмах ҫутӑ та пӗлтерӗшлӗ саманчӗсене сӑнпаса хӑваракан хӑйне евӗрлӗ хроника. Анчахрах ҫак чаплӑ йӑла почта конверчӗсен ҫӗнӗ ярӑмӗнче тепӗр хут курӑнчӗ. Вӗсене хӑвӑрт утас енӗпе ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче иртекен Тӗнче кубокне халалланӑ.

Амӑрту логотипне ӳкернӗ хитре конвертсене «Марка» издательство центрӗ кӑларнӑ. Пирӗн республикӑна вӗсене 420 пин экземпляр кӳрсе килнӗ. Ҫак почта конверчӗсене март вӗҫӗнче сутма пуҫлаҫҫӗ.

Хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокӗн ӑмӑртӑвӗсем пуҫланиччен пӗр уйӑх ҫурӑ ҫеҫ юлчӗ. Унта утмӑл ытла ҫӗршыв спортсменӗсем килсе ҫитмелле. Пирӗн тӗп хула вӗсене кӗтсе илме пӗтӗм енлӗн хатӗрленет.

Кубокӑн йӗркелӳ комитетне 55 ҫӗршывран официаллӑ заявкӑсем тӑратнӑ та ӗнтӗ. Спорт делегацийесем Мускавран Шупашкара ятарлӑ автобуссемпе тата ятарлӑ пуйӑспа ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килме пуҫлаҫҫӗ. Спортсменсене ҫавӑн пекех Хусанти, Чулхулари аэропортсенче йышӑнаҫҫӗ. Унтан пирӗн республикӑн тӗп хулине автобуссемпе илсе килеҫҫӗ.

Хӑнасене чи лайӑх гостиницӑсене вырнаҫтараҫҫӗ: хӑвӑрт утакансемпе тренерсене — «Раҫҫей» («Россия»), «Спорт», «Курортлӑ Чӑваш Ен» («Чувашия курортная»), Раҫҫей тата ют ҫӗршыв журналисчӗсене — «Чӑван Ен» («Чувашия»), «Иринӑн» («У Ирины») хӑна ҫурчӗсене.

Уйрӑмах сумлӑ хӑнасене - Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗн президенчӗ Ламин Диак господин ертсе пыракан 80 ҫынлӑ делегацие Ют ҫӗршывсен специалисчӗсен ҫуртӗнче (ДИС) йышӑнӗҫ. Тӗнче кубокӗн штаб-хваттерӗ те конференци залӗпе, Интернет-салонпа, калаҫусем ирттермелли офиспа пӗрле ҫак ҫуртрах вырнаҫать. Хӑна ҫурчӗн менеджере Марина Тихонова каланӑ тӑрӑх, ҫуртри мӗнпур 91 люкс-номер хӑнасене кӗтсе илме хатӗр.

Ака уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче Лондонра ИААФ Канашӗн ларӑвӗ иртет. Унта хӑвӑрт утас енӗпе Тӗнче кубокне мӗнле хатӗрленни ҫинчен Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ Анатолий Николаев, ИААФ пӗрремӗш вице-президенчӗ Сергей Бубка отчет тӑваҫҫӗ.

Судьясен бригадине ҫирӗплетнӗ. Вӑл 9 арбитртан тӑрать. Вӗсен йышӗнче Раҫҫей ҫыннисем ҫук. Тӗнче кубокӗнче Раҫҫей наци командишӗн 21 хӑвӑрт утакан (вӗсенчен тӑваттӑшӗ Чӑваш Енрен) кӗрешӗве тухасса шанаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хресчен сасси»

#Тӗнче кубокӗ-2008, #спорт, #Шупашкар

 

Комментари:

Ajdush // 3926.36.8887
2008.03.27 18:10
«Раççей» («Россия», Russia) чăвашла Вырăс Ен пулмасть-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем