Ҫак кунсенче Улатӑрта Мускав урамӗпе Октябрь Революцийӗн тӳремӗ пӗрлешнӗ ҫӗрте МиГ-29 истребителе постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.
Самолета хулана ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ, ҫав кунах ӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Кайран сӑрласа постамент ҫине вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, Улатӑрта Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен аэроклуб пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хулара 46-мӗш саппас авиаци полкӗ вырнаҫнӑ.