Ҫитес эрнере, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет.
Ҫавна май Чӑваш Ене Пушкӑртстанран та хӑнасем килсе ҫитнӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пушкӑрт ӑсчахӗсем Константин Ивановӑн тымарӗсем Чӑваш Енри Пайкилтрен пулнине палӑртнӑ. Каярахпа сӑвӑҫӑн ватӑ аслашшӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнне те ҫирӗплетнӗ.
Халӗ вара Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Пайкилтпе хӑйне евӗр туслӑх кӗперӗпе ҫыхӑнна теме юрать.