Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен диктантне ҫырӗҫ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ акцие Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Диканта 13 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Ӑна аудиторире е дистанци мелӗпе ҫырма май пулӗ.
Кӑҫал чӑваш халӑх ҫыравҫин Василий Алентейӗн хайлавӗнчи пӗр сыпӑк пулӗ.
Кӑҫал акци сӑн-сӑпатне суйланӑ. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан офицерӑн мӑшӑрӗ Кристина Егорова. Вӑл салтаксем патне гуманиари пулӑшӑвӗ леҫме ҫӳрет.