Ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ» концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш музыкин XIV республикӑри фестивальне йӗркеленӗ май ирттерӗҫ.
Концерт вӑхӑтӗнче халӑх юррисем тата хальхи вӑхӑтри авторсем илемлетнӗ юрӑсем янӑрӗҫ. Программӑна, сӑмахран, чӑваш эстрадин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хит шутланнӑ «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм», «Куҫ харшисем»; с«Шупашкар», «Анне», «Ахаль мар», «Ырӑ сунар» хальхи эстрада юррисем янӑрӗҫ. Вӗсене Александр Сергеев, Геннадий Борисов, Николай Казаков, Андрей Галкин, Сергей Степанов тата ытти композитор хайланӑ.
Концерта «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем тата «Nota «G» таша ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Agabazar // 9512.8.0143
2025.02.11 18:26 | |
![]() |
хальхи вӑхӑтри авторсем майлаштарнă юрӑсем. |