Чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра чакса пырать иккен. Кун пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршыв Правительствин Председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец ирттернӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче асӑнса хӑварнӑ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Маларах асӑннӑ амака пула ҫут тӗнчерен уйрӑлакансен йышӗ пирӗн патра тата Ставрополь енӗнче 15 процент таран сахалланнӑ-мӗн. Хӑш-пӗр регионта ӑна пула кашни иккӗмӗш ҫын вилнине шута илсен пирӗн пушшех те хӑпартланма юрать. Лайӑх енпе ҫавӑн пекех Самар, Сарӑту, Ленинград, Пенза, Тверь облаҫӗсене тата Мари Эл республикине палӑртнӑ.