Николай Максимов писателӗн кӗнекине мӑкшӑсем кун ҫути кӑтартӗҫ.
«Пӗчӗкшерӗн мӑкшӑ ҫыравҫи пулса тӑратӑп. Мӑкшӑ Республикинчи кӗнеке издательстви манӑн «Сокровища юродивого» черетлӗ (виҫҫӗмӗш) романа пичтелсе кӑларма палӑртса хунӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫур ҫулта пичетленсе тухмалла. Жанрӗ — мистикӑлла-приключенилле», — пӗлтернӗ автор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Мӑкшӑ Республикинчи кӗнеке издательствин кӗнекисем ҫӗршывӗпех сарӑлаҫҫӗ-мӗн.
Agabazar // 2111.47.2133
2025.01.17 18:26 | |
Ирçелле çырмасăр ирçе çыравçи пулаймастăн. |