Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Оперӑпа балет театрне тӳллевсӗрех кӗртӗҫ — чечек ҫыххи пултӑр ҫеҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 14.09.2013 18:32 | 1129 хут пӑхнӑ

Чӑваш оперӑпа балет театрӗ «Пирӗ савӑнтарӑр, хирӗҫ спектакльпа киленӗр» ятпа акци пуҫарнӑ. Учреждени тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 28-мӗшччен куракансем юратнӑ артиста валли чечек илсессӗн театра тӳллевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.

Театр анонсӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр юратнӑ артиста чечек ҫыххине парнелеме ан вӑтанӑр». Regnum агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, театр фойинче чечексене сутассипе суту-илӳ ӗҫе пырать. Театр ӗҫченӗсем палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, паянхи кунсенче куракансем юратнӑ театр артисчӗсене сайра хутра ҫеҫ чечек ҫыххисем парнелеҫҫӗ, суту-илӳ спекткльсенче е ытти ҫӗршывран килнӗ артистсен концерчӗсенче вара хӑш чухне фонограммӑпа юрлаҫҫӗ пулин те пурпӗрех вахта чечексемпе тулли пулать.

Оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ 54-мӗш сезона авӑнӑн 12-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» балечӗ уҫнӑ. Акци вӗҫлениччен театр куракансене Джузеппе Вердин «Аида» оперӑна, Карла Орфӑн «Карамина Бурана» кантатне, Альфред Шнитке кӗввипе лартнӑ «Вечный свет» балета, Петр Чайковский кӗввипе лартнӑ «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балете кӑтартӗҫ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче, акци вӗҫленнӗ кунне театрта премьера пулать. Куракансем Джузеппе Вердин «Дон Карлос» концерта илтейӗҫ.

#театрсем, #оперӑпа балет театрӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1302.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем