Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх Марат Никитин режиссёр ӳкернӗ «Истори деда Азамбая» фильм ҫитес эрнере проката тухӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта 13 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне фильма ҫавӑнтах чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ.
Фильма ӳкерме 1 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пӗлтернӗ тӑрӑх, рольсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем тӳлевсӗр вылянӑ. Тӗп роле, Азамбая, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑпланӑ.