«Чӑваш Ен» ГТРКан журналисчӗ Марина Карягинӑн фильмӗ Ӗпхӳре иртнӗ «Еврази сасси» иккӗмӗш пӗтӗм Раҫҫейри наци вещанин фестивалӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ. Кун ҫинчен телекомпанийӗн сайчӗ хыпарланӑ.
Карягинӑн «Ҫӗр ҫул иртсен. Терентий Дверенин» документлӑ лентине «Телевидени» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Ӳкернӗ фильм пӗчӗк пуканесенчен этнографи композицине йӗркелекен чӑваш халӑх ӑсти Терентий Дверенин ҫинчен каласа парать. Лентӑна ӳкернӗ чухне Дверенин 94 ҫулта пулнӑ иккен.
— Мана чи малтанах унӑн ӗҫӗсем мар, вӑл хӑй мӗнлерех ҫын пулни кӑсӑклантарса ячӗ. Мӗнле майпа, мӗне асамлӑхпа вӑл ҫапла авалхи ҫын пек упранса юлнӑ? Вӑл урӑх ӗмӗртен, иртнӗ ӗмӗртен килнӗн туйӑнатччӗ, — каласа парать Марина Карягина.
Кӑҫал «Еврази сассине» Раҫҫейри 70 телерадиокомпанийӗ пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртура этнокультура темипе 300 яхӑн программа хутшӑннӑ пулнӑ. Экспертлӑ жюри виҫӗ кун хушши чи лайӑх фильмсемпе передачӑсене суйланӑ. Фестивалӗн тӗп награди вара Тутарстана кайнӑ, унта ӗнтӗ ҫичӗ наци республики хутшӑнӑвӗпе 55 ҫул хушши эфира «Атӑлпа Урал хушшинче» программа тухса тӑрать.