Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑвашла пӗлтерӳ конкуренцине пӑснӑ имӗш

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.09.2013 14:20 | 1342 хут пӑхнӑ

Чулхулара вырнаҫнӑ Атӑлҫи-Вятка округӗн федераллӑ арбитраж сучӗ нумай пулмасть Чӑваш Республикинчен килнӗ кассаци жалобине пӑхса тухнӑ пулать — «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн депутачӗн Моляков И.Ю. урлӑ янӑ Петров В.А. ӳпкевре 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка торг ирттермесӗр икӗ обществӑна тара панипе килӗшмен иккен. Саккун пӑснине вара пӗлтерӗве чӑвашла тухакан «Хыпар» хаҫатра вырнаҫнинче курнӑ.

Чулхулари суд ҫак ӗҫ-пуҫра саккуна пӑснӑ тесе ҫирӗплетнӗ — конкуренцине хӳтӗлекен саккунӑн 15 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшсе кӑймасть имӗш. Йӗрке пӑснине ҫак суд вара хула Администрацийӗ тивӗҫлӗ МИХа суйламаннинче, суйланӑ хаҫат саккуна тивӗҫтерменнинче курнӑ иккен. «Хыпар» хаҫатра пичетлени хуҫалӑх ӗскерӗсене муниципалитетӑн хурпӑрлӑхӗпе уҫӑ курма чӑрмав кӳнӗ пулать тата ҫӗр лаптӑкӗн пасарӗнчи конкуренцине чӑрмавланӑ. Суд хула Администрацине малашне тивӗҫлӗ МИХпа усӑ курма хушнӑ (хайхи чӑвашла хаҫатсем вӗсен шутне кӗме пултараймаҫҫӗ ӗнтӗ).

Суд ӗҫ материалӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн «Хыпар» хаҫат ҫӗр лаптӑкне тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳ валли каймасть тесе палӑртнӑ: ку хаҫат вӗсен шухӑшӗпе ытларах ял ҫыннисем валли тухать тата чӗлхи те унӑн — чӑвашла. Ҫапла май пӗлтерӳ саккун ыйтнине тивӗҫтереймен имӗш — халӑх пулас торг ҫинчен пӗлеймесӗр юлнӑ.

Ҫак судӑн тӳрине ыйтас килет — капла вара чӑвашла хаҫатсем пушшех те пӗлтерӳсӗр юлмалла-шим? Патшалӑх чӗлхипе тухакан хаҫат нивушлӗ саккуна тивӗҫтереймест?

#чӑваш чӗлхи, #судсем, #Хыпар, #Чулхула

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1265.html
 

Комментари:

Игорь Сайман // 2827.50.3983
2013.09.04 16:02
Вçо! Пĕтрĕмĕр! Мавлашне хаçатсенче чăвашла пĕлтерӳсем пичетлеме пачах та чараççĕ. Мĕншĕн тесен ку вăл прецедент. Сурăх сутас тетне, ĕне-и... —чăвашла пĕлтерӳ парсан пурпĕрех конкуренцие пăснă пек пулса тухать!
Agabazar // 2827.50.3983
2013.09.04 16:14
Agabazar
Кунта ак çакнашкал ен те пур. "Хыпар" хасатăн экономикăлла никĕсĕсенчен пĕрне çапса хуçни. Мĕншĕн тесен укçалла пĕлтерӳсем хаçат бюджетне каяççĕ. Халь вара çавсемсĕр тăрса юлмалла-и? Ку вара конкуренцие пăсни мар-и-ха? Вырăсла хаçатсем чăвашлисемпе танлаштарсан конкуренцире Умырлăх тата Умпахалăх илеççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем