Авӑнӑн 21-мӗшӗнче «Ман хыҫҫӑн чуп» пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи акцине тӗпе хурса Шупашкарта ҫамрӑксен йышлӑ чупӑвӗ иртет. Вӗренӳ тата сывлӑх сыхлакан тата социаллӑ аталанӑ министерствисен пулӑшӑвӗпе йӗркеленекен ӑмӑртӑва пур кӑмӑл тӑвакан та хутшӑнма пултарать.
Палӑртнӑ тӑрӑх чупура хутшӑнакансен шучӗ вӑтамран 5 пине яхӑн ҫитме кирлӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан шкул ачисемпе студентсем пулӗҫ.
Мероприятийӗ 9 сехетсенче хулари Хӗрлӗ тӳремре иртекен «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑран» пуҫлама палӑртнӑ, чупу старчӗ вара — 10:00 сехетсенче пулӗ.