Вӑрнар округӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне тивӗҫлӗ канури 6 ҫын пенси укҫине илеймен. Мӗншӗн тесен ӑна почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ /халӗ вӑл ӗҫлемест/ хӑйен кӗсйине чикнӗ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлаччен ҫак пуҫлӑх вӗсемшӗн хӑй алӑ пусса укҫине хӑй илнӗ. Пӗтӗмпе – 197 пине яхӑн тенкӗ.
50 ҫултискер ҫапла тунине прокуратура палӑртнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Судра вал айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.