Кӗркунне ҫитнӗрен ирӗксерех ҫынсен ишес йӑлана пӑрахӑҫлама тивет. Унпа пӗрлӗх ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен ирттерме тытӑннӑ «Пляж» надзор-профилактика мероприятийӗсем те вӗҫленнӗ. Ҫитес ҫулхи ҫуллахи кунччен асӑрхаттару ялавӗсене антарнӑ, пляж, пулӑшу кӳрекен станцисемпе постсене, шыв-шур таврашӗнче йышлӑн канмали вырӑнсене хупнӑ.
Кӑҫал шыв-шур объекчӗсенче пурӗ 49 пӑтармах регистрациленӗ, вӗсенче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 15 ҫынна инкекрен хӑтарнӑ. Пӗлтер ҫак вӑхӑталла вара 53 инкек сиксе тухнӑ: 49 ҫын путса вилнӗ, 5 ҫынна ҫӑлнӑ.