Чӑваш Енре Сӑра фестивальне пӗрремӗш ҫул йӗркелемеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл кӗрлесе иртсе кайрӗ. Ӑна йӗркелекенсем унта мӗн чухлӗ сӑра ӗҫнине шутланӑ.
Сакӑр кунра 35,4 пин литр сӑра, 9,5 пин литр ӳсӗртмен сӑра, 7 пин ытла литр пыллӑ сӑра сутнӑ. Ҫыртмӑшсенчен ҫынсем ытларах какай тата бургер туяннӑ. Фестивальте 2315 бургер, 810 хот-дог, 8 тонна шашлӑк сутӑннӑ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисем 350 литр шӳрпе тата хашлама ҫинӗ.