Митинг авӑнӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ скверта иртмелле. Пуҫламӑшӗ 17 сехетре.
Хальхинче те Эдуард Мочалов пухакан митинг тӗллевӗсем ҫавсемех: Михаил Игнатьевпа унӑн правительстви ӗҫрен каймалла; ирӗклӗ суйлав ирттермелле; тӳресене те суйлав ирттерсе лартмалла. Ку халӑх пухӑвӗнче «Сӗтев» хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗпе паллаштарма шантараҫҫӗ, унсӑр пуҫне кӑҫал тухнӑ ытти номерсене те валеҫме планлаҫҫӗ.
Митинга чӗнсе каланинче «Сӗтев» хаҫат ҫак пухӑва Михаил Игнатьева, Юрий Попов спикера, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председательне Н. Порфирьева, Республикӑри ШӖМ министрне С. Семёнова тата ытти ҫӳлти шайри тӳре-шарана чӗннӗ. «Анчах, ман шухӑшпа, халӑх умне митинга тухма вӗсен халӗ ҫитмӗ», — пӗлтерет чӗнӳре хӑй шухӑшне Эдуард Мочалов.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ пуху ҫак уйӑхӑн 8-мӗш кунӗнче иртнӗччӗ, унта 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑччӗ.