Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.03.2008 12:57 | 1752 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.

 

Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.

 

Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ. Валентина Алексеевна халь аякка тухса ҫӳреймест, музей-хваттер вара ҫывӑхра вырнаҫнӑ.

 

Ӑҫта кӑна тӑрӑшман-ши маттур чӑваш хӗрарӑмӗ хӑй пурнӑҫӗнче: ялти шкулта, тӗрлӗ хаҫатра, ача-пӑча радиокӑларӑмӗсен редакторӗнче, «Паха тӗрӗ» фабрика ӳнерҫинче, музей пуҫлӑхӗнче. Ҫав хушӑрах театр хуралҫи те, тӗпчев институчӗн тирпейҫи те пулса курнӑ — нимле ӗҫрен те ютшӑнман. Ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи алӗҫ куравӗсен ҫӗнтерӳҫи те пулнӑ.

 

Уявра Минеевӑн ҫывӑх тусӗсем пулчӗҫ: ӳнерҫӗсем, алӑстисем, журналистсем. Чӑваш телевиденийӗ унта хатӗрленӗ репортажа нарӑсӑн 29-мӗшӗнчи ҫӗнӗ хыпарсен ярӑмӗнче кӑтартрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#презентацисем, #кӗнекесем, #ӳнер

 

Комментари:

Алина // 2474.61.4113
2008.03.13 17:10
Admin, тавах сана. Эпир те пултăмăр çавăнта. Манпа юнашар халĕ Геннадий Иванов-Орков ларать...Вăл та Минеева кĕнеки пирки чылай ырă сăмах каларĕ: Уралпа Атăл тăрăхĕнче кун пек япала халиччен пулманччĕ, хальлĕхе çак кĕнекене тĕнче шайĕнче курман, тĕрĕс те тарăн хаклав пуласса шанас килет; Валентина Алесеевнаран çамрăксен вĕренсе юлмалли пайтах, çакна паянах туйса илмелле...
Дима Мадуров çитсе кĕчĕ: эпир хамăр мĕнпе пуяннине халиччен те пĕлместпĕр, пĕлесшĕн те мар...Валентина Минеева кĕнеки çак пуянлăхпа паллаштарать те ĕнтĕ...
Алина Сосаева: кĕнеке шыв юххи пек вуланать, чăн чăвашла çырнă...кун пек çыракансем халĕ çукпа пĕрех...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем