Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пысӑк уявсенче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухать. Хула кунӗнче те вӑл маршрут ҫинче пулӗ.
Ретро-троллейбус яланхи ҫулпа ҫӳрӗ: Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Университет» микрорайон таран. Вӑл 9 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 57 минутчен ҫӳрӗ. Троллейбуса «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра сӑнама пулать, ӑна 001Р тесе палӑртнӑ. Унта билет хакӗ ытти ҫӗрти пекех пулӗ: чӗрӗ укҫапа - 33 тенкӗ, карттӑпа - 29 тенкӗ.