Ҫӗрпӳ округӗнчи Пысӑк Чӑрӑш ялӗ ҫывӑхӗнче карьер пур. Унтан вак чул кӑлараҫҫӗ.
Хальччен нумай чул кӑларнӑ. Шӑтӑка каялла вара ҫӳп-ҫаппа хуплама шутланӑ ахӑртнех.
Ҫывӑхра вара - ял, уй-хир, Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗ. Ҫынсем 300 метр аякра ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Ҫывӑхра ҫӳп-ҫап купи пулни, паллах, лайӑх мар.
Ял ҫыннисем унсӑрӑн та кӑмӑлсӑр: ҫывӗпех карьерта чакаланакан машинӑсен сассине итлесе пурӑнаҫҫӗ. Ку хӑҫанччен ҫапла пулӗ? Юре-ха, вак чул кӑлараҫҫӗ, анчах унта мӗн тума ҫӳп-ҫап турттармалла? Ҫакӑ пӑшӑрхантарать ял ҫыннисене.