Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулнӑ чухне Елчӗкре хӑйне евӗр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Кун пекки унччен Воронеж облаҫӗнче те пулнӑ.
Елчӗкри вӑтам шкулта 18 ҫул тултарман хӗрсен экзамена кӗрес умӗн хывӑнма тивнӗ-мӗн. Вӗсем аялти кӗпе таранах хывнӑ имӗш. Ку йӑлтах – экзамена кӗрес тесе. Ҫапла ытлашши япала йӑтса кӗресрен тӗрӗсленӗ.
Кун хыҫҫӑн ачасен ашшӗ-амӑшӗ, 3 ҫын, прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Анчах шар курнисен йышӗ ытларах та пулма пултарать теҫҫӗ.
Заявленире палӑртнӑ тӑрӑх, Рособрнадзор ӗҫченӗ ачасене ремень хывма, кӗпесене ҫӗклеме ыйтнӑ, туалетра 30 ҫеккунтран ытларах пулма ирӗк паман.
Agabazar // 3778.03.8262
2024.06.03 17:55 | |
Светлана Петрован (вăл елчĕксен ентешĕ) çакнашкал ыйтупах суд урлă тухма тивнĕ. Çавна ĕнтĕ маннă-им халĕ? |