Раҫҫейри финанс министерстви хыснана оптимизацилеме планланӑ. Ҫак ӗҫ валли паяна 13 сӗнӳ хутне хатӗрлеме те ӗлкернӗ. Унта тӳре-шара пенси, амӑшсен капиталӗ, вӗренӳ ҫине тӑкаксене чакарасшӑн тата налуксене хӑпартасшӑн.
Ку хыпар чи малтанах пулас амӑшсен кӑмӑлӗсене хуҫрӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хватер туяннӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫине шаннӑ, ара амӑшсен капиталӗ нумаях мар пулсан та кил-ҫурт туянас ҫӗрте пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
Амӑшсен капиталӗ ятарлӑ сертификата икӗ ачаллӑ е ытларах ҫемьесене памалли саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗршывра демографи проблеми пӗчӗккӗн ҫухалма та тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн шутпа ҫак саккуна пӑрахӑҫличчен патшалӑхӑн лайӑхах шухӑшлас пулать.