Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ ҫурти» акци иртӗ. Шупашкарта вӑл каҫхи 9 сехетре Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче пулӗ.
Ҫак акци Раҫҫейӗпех иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен те унта хутшанӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене асра тытса ҫурта ҫутӗҫ.
Ҫунакан ҫурта – хӑйне евӗр «астӑвӑм кӗперӗ». Вӑл иртнипе хальхине ҫыхӑнтарать, истори астӑвӑмне ӑруран ӑрӑва парасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать.