Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн наци вулавӑшне хӑйӗн библиотекинчи кӗнекесене парнеленӗ.
Вӗсенчен пӗри — тутар чӗлхипе пичетленӗ «Габдулла Тукай» энциклопеди. Унта Валери Туркай ҫинчен ҫырнӑ статья та пур иккен. Кӗнекере чӑваш поэчӗ тутар поэчӗн эткерлӗхне чӑвашла куҫарма хастар хутшӑннине палӑртса хӑварнӑ.
Библиотекӑна ҫавӑн пекех пушкӑрт поэчӗн Мустай Каримӑн вырӑсла пичетленнӗ «100 стихотворений» тата балкар поэчӗн Кайсын Кулиев ҫуанӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа пичетленӗ кӑларӑм, «Моя бунтарская карма» статйисемпе интервьювӗсен сборникӗ.
Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова поэта парнешӗн тав тунӑ.
Валери ТУРКАЙ // 3618.07.1261
2024.03.25 00:26 | |
чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлăхĕсенчен пĕри!
Çапла пулнă яланах, яланах çапла пулать!
Валери ТУРКАЙ. 24.03.24