Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ тепӗр словарьпе пуянланчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.08.2013 15:15 | 1421 хут пӑхнӑ

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ паян тепӗр словарьпе пуянланчӗ — 1993 ҫулта тухнӑ «Чӗрчун ячӗсен чӑваш-вырӑс-латин словарӗпе». Ку вӑл ҫак сайтри 10-мӗш сӑмах пуххи. Туллин кӗртнисене ҫеҫ шута илес пулсан — 7-мӗш.

Авторсем — Н.Г. Игнатьевпа И.П. Павлов — словаре вӗренӳ пособийӗсенче, ял хуҫалӑх литературинче, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче час-часах тӗл пулакан чӗрчунсен ячӗсене кӗртме тӑйӑшнӑ. Пурӗ 1 500 яхӑн чӗрчун ятне унта тупма май пур. Ҫак словаре хатӗрленӗ чухне авторӗсем халиччен тухнӑ чӑваш-вырӑс, вырӑс-чӑваш словарӗсене, термин тата диалектологи словарӗсене, ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене, учебниксене пӑхса тухса, чӗрчунсен ячӗсене пӗр ҫӗре пухма тӑрӑшнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Май пур чухне чӗлхемӗрте ҫук ятсене авторсем хӑйсем тунӑ.

Ку сӑмах пуххи тухнӑранпа 20 ҫул иртнине тата вулавӑшсенче тупма йывӑртарах пулнине шута илсе эпир ӑна электронлӑлатрӑмӑр та. Кӗнекене ҫӗнӗ орфографи правилисемпе хатӗрленине кура эпир май ҫитнӗ таран ӑна кивӗ орфографи ҫине куҫартӑмӑр — ку ӗҫ терминсене тупас ӗҫе ҫӑмӑллатмалла.

#сайтсем, #кӗнекесем, #словарьсем, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://samah.chv.su/dict/10.html
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.16 16:58
Сĕнӳ: словарь вырăнне сăмахсар е сăмахсен пуххи тесен кăмăллăрах пулĕччĕ.
2013.08.16 17:13
Аçтахар Плотников
Микулай, тиркесе ан тăр-ха, тархасшăн. Санашкал тиркевçĕсем валлиех пур формипе те усă куртăм (словарĕ те, сăмахсарĕ те, сăмах пуххи те пур!), сана çавах юраймарăм.
//текста çырнă чухне пĕр сăмаха кашни предложенире умлă-хыçлă усă курма юрамасть. Пĕлмен пулсан...
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.16 17:51
Тата тепĕр сĕнӳ парасшăн: "предложени" сăмаха чăвашла е чăвашпа пĕртăван чĕлхери сăмахпа улăштарма ыйтатăп.
Ку вăл тиркени пулмасть. Ку вăл тăван чĕлхене хисепленине çеç пĕлтерет.
2013.08.16 18:05
Аçтахар Плотников
Тăван чĕлхене «хисеплекен» Микулай, вĕрентме ăс çитет пулсан ил те сăмахсемпе хăвна килĕшнĕ пек усă курса çĕнĕ хаçат (интернет-хаçат тума йывăр мар) йĕркеле.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.17 08:53
Эпĕ сана тахçанах кĕççепитлĕ ан пул тесе сĕнӳ панăччĕ. Анчах та кĕççепитсем ăна асăрхамаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем