Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пушарта нимсӗр юлнӑ нумай ачаллӑ ҫемьене пулӑшнӑ. Вӗсем укҫа-тенкӗ, тумтир, усӑ курма кирлӗ япаласем пухнӑ та ҫемьене пырса панӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакан 3 ачаллӑ ҫемье нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ҫуртсӑр юлнӑ. Пушар ӑна тӗппипех тӗп тунӑ. Инкекре никам та шар курман. Анчах ҫемьен халӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнма тивет.
Нумай ача амӑшӗ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ каланӑ.