Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.
Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52.