Ӗнер Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем ҫак ялти 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Самант видеокамера ҫине лекнӗ. Хӗрачасем «зебра» урлӑ каҫма тӑрсан айккинелле пӑхман. Хайхискерсем ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шӑпах машина ҫывхарнӑ. Водитель «зебра» патне ҫитеспе хӑвӑртлӑхне чакарман - ачасем ҫине пырса кӗнӗ.
Пӗр хӗрачан чӗркуҫҫи суранланнӑ, теприн пуҫӗ кӑштах аманнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ.