Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ коммерци организацийӗн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, организаци счёчӗ ҫинче укҫа пур пулин те 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен пӗр ӗҫчен умӗнче ӗҫ укҫипе 250 пин тенкӗ парӑм пухса янӑ.