Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна тӗл пулсан унтан пӑрӑнса иртмелле мар. Шупашкарта ун пеккисене пулӑшакан ятарлӑ центр та пур. Вӑл республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнать.
Андрей та хӑй вӑхӑтӗнче йывӑрлӑха лекнӗ. 15 ҫул каялла унӑн пурӑнмалли вырӑн та, ӗҫ те пулнӑ. Анчах хӑй эрех ӗҫме юратнӑ. Сиенлӗ ҫав йӑла шӑпах ура хунӑ та хунӑ та ӑна, тӗпсӗр авӑра туртса кӗрсе кайма тытӑннӑ. 61 ҫулти арҫын ҫав вӑхӑта халӗ аса илесшӗн те мар.
«Килсӗр ҫынсене социаллӑ пурнӑҫа хӑнӑхтаракан центра лексен манӑн пурнӑҫ йӑлтах улшӑнчӗ. Малтан ҫӗр каҫма вырӑн тупӑнчӗ, кайран пурнӑҫ кӑсӑклантарма тытӑнчӗ», – аса илет арҫын.
Паян вӑл каллех хваттерлӗ, унӑн ҫамӑл машина та пур. «Новая жизнь» (чӑв. Ҫӗнӗ пурнӑҫ) организацие килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тата пулӑшу кирлисем валли апат-ҫимӗҫ турттарма пулӑшать.