Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче куҫман пурлӑх правипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа регистрацилессине черетлӗ хутчен пӗчӗклетни пирки пӗлтерет асӑннӑ тытӑмӑн пресс-служби. Ҫӗнӗлӗх ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Регистрацилеме тӑрсан чи нумаййи 10 кунтан ытла кӗттермӗҫ. Чылай чухне вара, сӑмахран, хваттере приватизацилени, ҫӗр пайӗн хуҫи пулнине ӗнентерекен хутсене шӑп та лӑп пӗр эрнере алла илме май килӗ. Хутсене «Регистраци — Кадастр» «пӗр чӳрече» меслетпе е тата Нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсем урлӑ парсан та ӗҫе ҫичӗ кунта туса пӗтерӗҫ.