ЧР транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипова раштавӑн 1-мӗшӗнче тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна икӗ статьяпа айӑпласшӑн - должноҫпе усӑ курнӑшӑн тата тӳлев ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе саккуна пӑснӑшӑн.
Следовательсем ыйтса тӗпченӗ чухне экс-министр айӑпне йышӑннӑ, унпа пӗрле кам пӗр шухӑшлӑ пулнине те пӗлтернӗ. Хальлӗхе ҫав ҫыннӑн хушаматне халӑх ҫине кӑларман.
Владимир Осипова тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама чарнӑ.