Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Йӑршу ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ялти клуб ҫунма пуҫланӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра тухнӑ. Вӑл 1936 ҫулта хута янӑ клуба ярса илнӗ. Йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри, шалти пайӗ ҫунса кайнӑ. Вулавӑшӑн шалти отделки те сиенленнӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Çинетăракан // 1083.70.1620
2023.11.28 11:40 | |
Кӗҫӗн Карачура мар, Йăршу! |