Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Дмитрий Ефимов триатлонист Пензӑра «ылтӑна» тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 05.08.2013 22:04 | 1624 хут пӑхнӑ
Дмитрий Ефимов
Дмитрий Ефимов

Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш.

Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.

Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр.

#спорт, #тратлон, #Шӑмӑршӑ районӗ, #шывра ишесси, #чупу, #велочупу, #ҫитӗнӳсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем