Чӑваш халӑхӗн музыка инструменчӗсем ҫинчен «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче иртнӗ семинарта сӳтсе явнӑ.
Пуян музыка культуриллӗ чӑвашсем тӗрлӗ музыка инструментне ӑсталанӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр паллӑ инструментсемех манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, кӗсле, сӗрме купӑс, шӑпӑр. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культуришӗн пӑшӑрхакансем авалхи чӑваш инструменчӗсемпе калас йӑла-йӗркене чӗртсе тӑратасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, ҫавӑншӑн чунне ыраттараҫҫӗ.
Семинара Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шупашкар муниципаллӑ округсенчи, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи клубпа кану учрежденийӗсенче, ача-пӑча музыка шулӗсенче ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ.