Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ.
Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ.
Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.