«Малтан ятшӑн ӗҫлемелле, унтан ят саншӑн ӗҫлӗ», — тесе тахҫан пӗри калани аса килчӗ. Ку каларӑш ят-сумшӑн ҫунакан ҫынна ҫывӑхрахӑн туйӑнать. Анчах хисеплӗ ята, сума ӗҫпе кӑна ҫӗнсе илме пулать-тӗр. Тепӗр ҫынсем пирки нумай каласа кӑтартма кирлӗ те мар — ятне кала та уйӑрса илеҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин шутне Максим Михайлова кӗртмелле. Максим Дормидонтович — СССР халӑх артисчӗ. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗн хӑвачӗпе тӗрек илсе ӳснӗ вӑл. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл, баспа юрланӑ опера артисчӗ, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет.
Ентешӗсем тата Чӑваш Республики сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытать. Паллӑ куна халалласа епле мероприятисем ирттерессине унчченех палӑртса хунӑ, вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Ҫавсен шутне ача-пӑча викторинисенчен пуҫласа Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртекен Ҫамрӑк опера юрӑҫисен халӑхсем хушшинчи III конкурсӗ таранах кӗртмелле. Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче вара ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уяв каҫне пухӑнӗҫ.