Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: «МегаФон», «Билайн» тата «Tele2» — Wi-Fi ҫыхӑнӑвӗпе ытти хатӗрсене ҫыхӑнтарнӑшӑн укҫа илме пӑрахнӑ.
Унччен вӗсене ҫавӑншӑн Федерацин монополипе кӗрешекен служби кун пирки асӑрхаттарнӑ. Асӑннӑ тытӑмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «МегаФон» вай-файшӑн юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе укҫа илме пӑрахнӑ.
«Tele2» чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ҫӗнӗ абонентсенчен укҫа ыйтмӗ, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен ыттисене те тӳлеттермӗ. Интернет лимичӗ пӑхса хӑварнӑ абонентсене «Билайн» раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеттерме чарӑнӗ.
«МТС» вара абонентсен правине хӗсӗрлемен тесе хушӑва пурнӑҫлама килӗшмен.